Çеçпěл Мишшине халалласа.

    Чÿк уйăхěн 16-мěшě - Çеçпěл Мишши çуралнă кун. Çак кун Шурутри вăтам пěлÿ паракан шкулта паллă поэта халалласа асăну кунě иртрě. Чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Любовь Николаевна Тарасова кěскен Çеçпěл Мишшин кун-çулě пирки каласа кăтартрě. Шкул ачисем унăн паллă сăввисене вуларěç.