Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шурут вăтам шкулĕнче «ФГОСа куçнă май чăваш чĕлхипе литературине çĕнĕ мелсемпе килĕшÿллĕн вĕрентесси» темăпа регионсен шайĕнчи семинар иртрĕ. Унта Комсомольски районенчи тата Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕн шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хутшăнчĕç.
Чи малтанах Шурут вăтам шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Тарасова Л.Н. тата Лукина А.В. йĕркеленĕ литературăллă «Каçал ен» литературăпа музыка композицине кăтартрĕç.
Питĕ илемлĕ, пуян содержаниллĕ, тарăн шухăшлă пулчĕ концерт. Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата нарăс уйăхĕнче Комсомольски районне туса хунăранпа 78 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ çак уява. Тăван ен историне, паллă çынсене аса илмесĕр хăвармарĕç, хамăр ентешĕмĕрсен В.Туркайăн, В. Шемекеевăн, Л.Таллеровăн, Г.Чаржовăн, Х.Агиверĕн тата ытти çыравçăсен хайлавĕсене çав тери ăста вуларĕç ачасем. Каçал юрри-ташшипе паллаштарчĕç. Хăйсен пултарулăхĕн пĕрремĕш утăмĕсене те кăтартса хăварчĕç: атте-аннене халалласа хăйсем çырнă сăвăсене вуларĕç. Вĕрентекенсем концерта пысăк хак пачĕç.
Çавăн пекех ĕçлĕ тĕл пулура районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлешĕвне ертсе пыракан Индюкова С.Г. тухса калаçрĕ, пĕрлешĕвĕн ĕçĕ- хĕлне кăтартса паракан презентаципе паллаштарчĕ.
Чăвашлăха упраса хăварас тата аталантарас ĕçре пĕрлешÿ сулмаклă утамсем тăвать. ФГОСпа килĕшÿллĕн вĕрентÿ ĕçенче çĕнĕ мелсемпе меслетсем усă курса чăваш чĕлхипе литератури урокĕсем тухăçлă иртеççĕ. Çакна район, республика тата регионсем хушшинче иртекен семинарсенче, фестивальсенче, конкурссенче, мастер-классенче, уçă уроксем, класс тулашĕнчи ĕçсем çÿллĕ шайра иртни уççăнах кăтартса парать. Вĕрентÿ пахалăхĕ те çулсерен ÿсет. Пирĕн вĕренекенсем республика шайĕнче çеç мар, пĕтĕм Раççейре иртекен конкурссемпе олимпиадăсен çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç.
Вĕрентекенсем кулленех хăйсен ăсталăхне туптаççе, тавра курăмне аталантараççĕ. Тĕрлĕ районсемпе туслă çыхăнусем тытса ĕçлĕ канашлусем ирттерни, паллă вырăнсене экскурсипе тухса çÿрени, уяв каçĕсенче хутшăнни, палах, кăмăл-туйăма хăпартлантарать, ĕçре вăй-хал кÿрет.
Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕн Çенĕ Упи тĕп шкулĕнче тата Хурăнвар Шăхаль вăтам шкулĕнче ĕçлекен Ярухина Людмила Александровна тата Сандиярова Галина Николаевна хăйсен ĕçĕнче усă куракан çĕнĕ йышши вĕренÿ меслечĕсемпе паллаштарчĕç. Тутарстанра анлă сарăлнă Сингапурти вĕренÿ методики вĕренекенсене шухăшлама тата тĕрлĕ кăсăклă ыйтусене татса пама вĕрентет. Тутарстанри ĕçтешсем çавăн пекех хăйсен ĕç результачĕсем çинче чарăнса тăчĕç.
Шурут вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Лукина А.В. Петĕр Хусанкай поэзийĕн асамлă çути 21- мĕш ĕмĕрте татах та ытларах ялкăшнине, вăл чăваш халăхĕшĕн вырăссен Пушкинĕпе танлашнине палăртса хăварчĕ. «Хусанкая пĕлмесĕр, унăн пултарулăхне вĕренмесĕр хамăра чăн чăваш тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Мĕншĕн-ха пирĕн, аслă вырăс халăхĕн уттипе танлашнă чăвашсен, çамрăк ăрăва Пушкин пултарулăхне 5-мĕш класранах тĕплĕн тишкерсе вĕрентнĕ евĕр, Хусанкайпа паллаштармалла мар?» - çакнашкал ыйту лартрĕ вĕрентекен. «Хусанкай пултарулăхне шкул сакки çинче лирика енчен çеç тишкерни пулас ăрушăн çителĕксĕр. Хусанкай вăл историк та, этнограф та, критик та, чĕлхеçĕ те, публицист та, тăлмачă та».
Асăннă семинарта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем П.Хусанкайăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне тишкерчĕç, поэт сăввисене чуна тивмелле вуларĕç.
Семинар çав тери тухăçлă иртрĕ.