Пĕрлехи информации кунĕ

 

 

Юнкун республикăра, çавăн пекех пирĕн районта , пĕрлехи информации кунĕ иртрĕ. Ĕçлĕ ушкăн – «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова – чи малтанах Шурут вăтам шкулĕнче пулчĕ. Информаци кунĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă май, пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмаллине тепĕр хутчен аса илтерчĕç. Акă, педагогсем шкула çÿреме ятарлă тротуар туса парас ыйтăва çĕклерĕç. 300-400 метр тăсăлакан тротуар çав тери кирлĕ. Мĕншĕн тесессĕн ачасем автосул айккипе çÿреççĕ. Çакă вара ачасен пурнăçĕшĕн питĕ хăрушă. Çавăнпа та ыйтăва çитес вăхăтра татса парсан питĕ аван пулмалла. Вĕрентекенсене Шурут-Нурăс ял масарĕ çывăхĕнчи кĕпер юхăнни те пăшăрхантарать. Шурут ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Маштанов ыйтусене усăмлатса, пулăшма шантарчĕ. Сăмахран, педагогсем тротуар сарма коллективпах тухма хатĕр. Ял  çыннисем те пĕрлехи ĕçрен пăрăнмаççех. Педагогсем ачасене тĕрĕс калаçма вĕренме логопед пулăшăвĕ кирли пирки те ыйту çĕклерĕç.

- Ку енĕпе чăрмав пулмалла мар, районти диагностика центрĕн логопечĕсем вĕренекенсемпе тĕл пулаççех,- пĕлтерчĕ Надежда Александровна.

Информаци кунĕнче район çыннисене хумхантаракан кашни ыйтăва шута илчĕç. Унпа пĕрлех çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

 

«Каçал ен» хаçатран (2017 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕ)