Кĕркуннене халалласа

                                         

 

     Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче кĕçĕн класра вĕренекенсем «Ылтăн кĕркунне- тулăх кĕркунне» уяв ирттерчĕç.

     Уява хатĕрленсе ачасем пахча-çимĕç, улма-çырларан хатĕрленĕ экспонатсен куравне йĕркелерĕç. Мĕн çеç çук кунта! Юмахри сăнарсем, транспорт кĕлеписем тата темĕн те пĕр ăсталанă вĕренекенсем.

     Малалла ачасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. 3 «а» класра вĕренекенсем кĕркуннене халалланă сăвăсене пултаруллă каласа пачĕç. 1 «а» класра ăс пухакансем «Дождик» юрра питĕ хавхалануллă юрларĕç. 2 «а»- 4 «а» класра вĕренекенсем «Çарăк» юмаха (çĕнĕлле) чăн- чăн артистсем пек выляса кăтартрĕç,  «Осенние цветочки» ташăпа савăнтарчĕç. 1 «б»-4 «б» класра вĕренекенсем А.С.Пушкинăн  сăввисене тата И.Крыловăн «Шăрчăкпа кăткă» юптарăвне  чуна тивмелле каласа кăтартрĕç.

     Уявăн иккĕмĕш пайĕнче ачасем тĕрлĕ вăйă- конкурссене хутшăнчĕç. Пурне те «Çĕр улми лартса илер» конкурс килĕшрĕ. Ачасемпе пĕрле вĕрентекенсем те конкурссене хастар хутшăнчĕç.

     Уява С.Н.Мунтайкина, Г.А.Камальдинова, М.А.Всеволодова, В.Н.Ложкова хатĕрлесе ертсе пычĕç.

 

 

В.Н. Ложкова, пуçламăш классене вĕрентекен