Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Комсомольскинчи 2-мӗш номерлӗ вӑтам шкулта «Туркай вулавӗсем» ятпа чӑваш поэзийӗн фестивалӗ иртрӗ.
Тӑван халӑх культурипе литературине аталантарас, унӑн чи паха тӗслӗхӗсемпе тӗплӗн паллашас тӗллевпе тата В. Туркай сӑвӑҫӑн пултарулӑхне юратса вӗренес шутпа районти шкулсенчи 5-11 классенче вӗренекенсем сӑвӑсем каласа конкурсра тупӑшрӗҫ.
Шурут вӑтам шкулӗнче 6 класра вӗренекен Носкова Анастасия 5-6 классем хушшинче мала тухма пултарчӗ. 8 класра вӗренекен Еремеева Ольга 7-8 классем хушшинчи тупӑшура ҫӗнтеруҫӗ ята тивӗҫрӗ.
Ҫак ятпа вӗсене саламлатпӑр, малашне те ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.
Авторӗ Тарасова Л.Н., чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен