Чăваш чĕлхине сума суса

Шурут  вăтам шкулĕнче И.Я.Яковлев çулталăкне халалласа тĕрлĕрен мероприятисем тăтăшах иртеççĕ. Акă, ака уйăхĕн 25-мĕшăнче чăваш чĕлхи кунне анлăн паллă турĕç. Çак уява хатĕрленсе ачасемпе вĕрентекенсем шкулта чылай ĕç туса ирттерчĕç: уяв залне илемлетрĕç,  стена хаçачĕ кăларчĕç, презентацисем йĕркелерĕç, пултарулăх номерĕсем хатĕрлерĕç. 1-11 классенче  вĕренекенсем, шкул çулне çитмен ачасен  «Хĕвел» ушкăнне çӳрекенсем, вĕрентекенсем тăван чĕлхене юратса, сума суса чăвашла сăвăсем каларĕç, илемлĕ ташă-юрăпа савăнтарчĕç, И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх сценкăсем лартрĕç. Куракансен чунне чăннипех те маттур артистсен пуян тĕрĕллĕ чăваш тумĕсем, янăравлă уçă сассисем, илĕртӳллĕ те сăпайлă хусканăвĕсем тыткăнларĕç. Пурин пултарулăхне те залри халăх тăвăллăн алă çупса саламларĕ.

     «Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Халӗ пирӗн пурин те аслă Вӗрентекенӗмӗр И.Я.Яковлев ӗҫне малалла туса пымалла, чӑваш чӗлхине юратса вӗренмелле, аталантармалла, тӗпчемелле, упрамалла» ,- çапла пĕр шухăшлă пулса  уявларĕ  Шурут вăтам шкулĕ чăваш чĕлхи кунне.

 

Лукина А.В. вӗрентекен