«Л.В. Таллеровӑн илемлӗх тӗнчи» наука-практика конференцине хутшаннӑ

Чăваш халăх писателĕ, прозаик, очерк ăсти, публицист, куçаруçă, журналист,  Чăваш Республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çемен Элкер ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ, пирĕн ентеш Лаврентий Васильевич Таллеров çуралнăранпа кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче 90 çул çитрĕ.

Ҫак паллӑ куна уявласа нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче «Л.В. Таллеровӑн илемлӗх тӗнчи» наука-практика конференцийӗ иртнӗ. Ҫак мероприятине пирӗн шкулта 10 класра вӗренекен Пыркина Ангелина хутшӑннӑ, 3-мӗш вырӑна тухма пултарнӑ. Эпир Ангелинӑна тата унӑн ертӳҫине Л.Н. Тарасовӑна ҫитӗнӳпе саламлатпӑр, малашнехи конкурссенче те ӑнӑҫу сунатпӑр.