Чăваш чĕлхи кунне халалласа

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш чĕлхи кунне халалласа Шурут вăтам шкулĕнче тĕрлĕ мероприяти  иртрĕ.

Ир-ирех чăваш тумĕ тăхăннă вĕренекенсем пурне те сывлăх сунса  кĕтсе илчĕç. Хĕр ачасем хăйсен аллипе ăсталанă масмаксем тăхăнни куçа илĕртрĕ.  Вĕрентекенсем  те чăваш тумĕпе çÿреме кăмăл турĕç.

Ҫак кун 1-10-мĕш класра вĕренекен маттур чăваш ачисем çутă зала хавас кăмăлпа пуçтарăнчĕç.  «Пирĕн пултарулăх» мероприятие саламлă сăмах каласа чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Л.Н.Тарасова уçрĕ. Ҫавăн пекех директор çумĕ пулса ĕçлекен Г.С.Симакова пурне те уяв ячĕпе саламласа тăван чĕлхе çинчен илемлĕ йĕркесем вуласа пачĕ. Вĕренекенсем хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе савăнтарчĕç: сценкăсем выляса кăтартрĕç, чуна пырса тивмелле юрăсем шăрантарчĕç, чăваш чĕлхин хăвачĕ çинчен каланă çулăмлă сăмахсем янраттарчĕç.

Ҫак кунах шкулта вĕренекенсем, вĕрентекенсем чăваш чĕлхи кунне халалласа чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслес тĕлĕшпе диктант çырчĕç.

Уяв асра юлмалла иртрĕ. «Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ, сумĕпе хисепĕ малашне тата та ÿсессе шанас килет», - тесе пĕтĕмлетÿ турĕç.  Пурте  кăмăллă юлчĕç.  

 

Автор: чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Л.Н. Тарасова