Халăх историйĕнчи чи хаяр, хăрушă вăрçă кĕрлевĕ шăпланнăранпа 2019 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче 74 çул çитет.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçине Шурут ял тăрăхĕнчен 509 çын тухса кайнă. 303 салтак çапăçу хирĕнчен таврăнайман. Çын ăна астăвакансем пур чухне чĕрĕ, теççĕ. Вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă, вăрçă асапне тÿссе ирттернĕ аттесемпе аннесене, асаттесемпе асаннесене асăнса Çĕнтерÿ кунĕнче вĕсен сăнÿкерчĕкĕсене йăтса утасси йăлана кĕрсе пырать. Шурут ял тăрăхĕнче кăçалхипе 2-мĕш хут йĕркелекен «Вилĕмсĕр полк» акцин тĕп тĕллевĕ — Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнисен паттăрлăхне яланлăх асра хăварасси. Маларах çак уява хаяр вăрçăн тусанлă та юнлă сукмакĕсемпе утса тухнă, вăрçă йỹçĕ çăкăрне ас тивнĕ ветерансем илем кỹретчĕç тата кашнинчех мăнаçлăх туйăмĕ вăрататчĕç...
Шкул ачисем кăна мар, çитĕннисем те хăйсен ашшĕ-амăшĕсен, аслашшĕ-асламăшĕсен сăнÿкерчĕкĕсене йăтса Шурут ял урамĕсемпе утса палăк умне çитĕç.
«Аслă ăрури çынсемпе, хамăр тăвансемпе мухтанатпăр, вĕсене асра тытатпăр пулсан «Вилĕмсĕр полк» акцине пурте хутшăнар-ха, айккинче пăхса тăракансем пулса юлар мар». Çапла чĕнсе калатпăр эпир Шурут ял тăрăхĕнче пурăнакансене.
Ытти çулсенчи пекех Аслă Çĕнтерÿ уявне ялсенче майăн 8-мĕшĕнче, район центрĕнче майăн 9-мĕшĕнче ирттереççĕ.