Чир сарăлнине пула каникул вĕçленнĕ хыççăн шкул ачисем дистанцилле майпа пĕлÿ илме пуçласси çинчен çырнăччĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ вĕренÿ йĕркипе çыхăннă чылай ыйту ашшĕ-амăшĕсене канăçсăрлантарать. Çавна май эпир район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыева лару-тăрăва уçăмлатма ыйтрăмăр.
— Апрелĕн 6-мĕшĕнчен районти шкулсем дистанци мелĕпе вĕренме пуçлаççĕ. Хальхи вăхăтра эпир çакна йĕркелес енĕпе ĕçлетпĕр. Шкулсем тата вĕренекенсем ятарлă электрон ресурссенче регистрациленеççĕ, ĕçлесе пăхаççĕ, — пĕлтерет Валерий Петрович.
Мĕн-ха вăл дистанцилле вĕренÿ? Ансаттăн каласан, ку вăл — вĕрентекенпе вĕренекенсем Интернет технологийĕсемпе усă курса «калаçăва» йĕркелени. Вĕрентекенсем электрон дневникра вĕренекенсем пурнăçламалли ĕçсене, усă курмалли кĕнекесене, вĕренÿ порталĕсене палăртаççĕ. Вĕренекенсен вара ĕçсене пĕтĕмĕшле килте пурнăçласа вĕрентекенсене ярса памалла. Ачан пĕлÿ шайне палăртакан паллăсене кулленех электрон журнал çине лартса пырĕç.
Шел пулин те, районта Интернет япăх тытакан вырăнсем те пур. Валерий Петрович пĕлтернĕ тăрăх, ку пысăк чăрмав пулса тăрать. Апла пулин те, вĕренекенсене çак тапхăрта пĕлÿ илмесĕр хăвармалла мар. Çавна май заданисене телефон çинчи тĕрлĕ мессенджер урлă ярса парĕç, учитель яланах çыхăнăва тухма хатĕр ларĕ.
— Çĕнĕ мелпе вĕренĕве йĕркелеме ашшĕ-амăшĕсем чылай пулăшасса шанатпăр, мĕншĕн тесен ачасен малтанлăха ăнланман самантсем пулаççех. Çитес эрнере дистанци вĕренĕвне пуçлăпăр, ĕçленĕ май сиксе тухакан йывăрлăхсене вăхăтра татса пама тăрăшăпăр, — палăртать Валерий Голыев.
Ашшĕ-амăшĕсене тепĕр ыйту та интереслентерет: вĕренÿ çулне кайран тăсса памĕç-и? Хальлĕхе çакна çирĕплетсех калама пулмасть, мĕншĕн тесен самоизоляци режимĕ хăçанччен тăсăласси паллă мар-ха. Хăш-пĕр предметсене учитель ăнлантармасăр ăша хывма йывăртарах пулма пултарассине те палăртрĕ Валерий Петрович. Çавна май ку ыйтăва каярах çеç татса пама май килĕ.
Çав вăхăтрах тепĕр саманта та шута илмелле: коронавирус сарăлни Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен графикне те тÿрлетÿсем кĕртнĕ. Март тата апрель уйăхĕсенче экзаменсене маларах тытмалли тапхăр иртмелле пулнă. Кун пек лару-тăрăва пула ăна улăштарнă, çуллахи вăхăта куçарнă.
— Ашшĕ-амăшне тепĕр хут аса илтеретĕп: ачасен çитес кунсенче килте лармалла, урам тăрăх чупса çÿремелле мар. Çакна тĕрĕслеме çывăх вăхăтра ялсем тăрăх рейдсем иртĕç. Çуркунне татах та килет, ачасем тепĕр çул та хĕвеллĕ, ăшă кунсенче урамра чупса савăнма ĕлкĕреççĕ. Кăçал вара хамăра хамăр упрар, килтех ларар, — пĕтĕмлетрĕ В.Голыев.
"Каçал ен". Н.Калашникова