Шурут шкулӗнче вӗренекенсем, вӗрентекенсем «Пӗтӗм чăваш диктанчӗ-2022» акцие хастар хутшăнчӗҫ

Шурут шкулӗнче вӗренекенсем, вӗрентекенсем «Пӗтӗм чăваш диктанчӗ-2022» акцие хастар хутшăнчӗҫ

Ака уйăхӗн 25-мӗшӗнче, Шурут шкулӗнче вӗренекенсем, вӗрентекенсем «Пӗтӗм чăваш диктанчӗ-2022» акцие тăрăшса хутшăнчӗҫ. Акцин тӗп тӗллевӗ – чăваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. 2022 – мӗш ҫулта акцие Мухтавлă ентешсен ҫулталăкне халалланă.

Кăҫал хутшăнакансем пурӗ 14 пулчӗҫ. Малтан радиопа диктант текстне итлесе ҫырчӗҫ, кайран чăваш чӗлхипе литератури учителӗ эксперт пулса тӗрӗслесе пӗтӗмлетӳ турӗ. Пиллӗкӗшӗ «5» паллă илчӗҫ, виҫҫӗшӗ – «4», ыттисем – «3».

Малашне тата та хастартарах пуласса шанас килет. Пурне те ăнăҫу сунатпăр. 

Источник: Тарасова Л.Н.,учитель чувашского языка и литературы