Шурут вăтам шкулĕнче пĕлӳ пухакан хĕр ачасем технологи урокĕсенче тĕрлеме, çыхма, çĕлеме вĕренеççĕ. Çак ĕçе вĕсене Людмила Шорникова хăнăхтарать. Хĕр ачасем уроксенче чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсемпе паллашаççĕ: мĕнле тĕрлемелле, мĕнле çип кирлĕ, пусми тата еплерех пулмалла. Людмила Шорникова алĕç ăсти тĕрĕ вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать. Вĕренекенсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ĕçе хăнăхтарать.