Иртнӗ эрнере Шурут вӑтам шкулӗнче «Чӗвӗлти чӗкеҫ —2024" вӑйӑ конкурсӗ иртрӗ. Унта шкул ачисемпе вӗренекенсем валли тӗрлӗрен ӗҫсем кӗртнӗ.
Чӗлхене вӗренесси хӑш-пӗр ачашӑн — тунсӑх ӗҫ. «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вара чӗлхепе кӑсӑкланма хистет.
Ачасем ҫак конкурса хаваспах хутшӑнчӗҫ.