Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхесен кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхесен кунӗ

Паян - Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхесен кунӗ. Тӑван чӗлхе халӑхӑн пуянлӑхӗ. Шурут вӑтам шкулӗнче "Тӑван чӗлхем- чӑваш чӗлхи" ятпа литература сехечӗ иртрӗ. Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗпе ачасем тӗрлӗ ӗҫ туса ирттерчӗҫ. Ун хыҫҫӑн вӗренекенсем паллӑ ҫыравҫӑсен сӑввисене хавхаланса вуларӗҫ. Чӑваш чӗлхин илемлӗ пуплевӗпе киленчӗҫ. Кӗҫӗн класра вӗрентекенсем те ҫак уява халалласа ачасене тӗрлӗ ӗҫе явӑҫтарчӗҫ. Ачасем чӑваш чӗлхи пуян та илемлӗ, янравлӑ та ҫепӗҫ пулнине туйса илчӗҫ.#

МБОУШераутскаяСОШ

#ДеньРодногоЯзыка