Чӑваш чӗлхипе литература эрни

Шурут вӑтам шкулӗнче ҫулсеренех чӑваш чӗлхипе литература эрни ирттересси йӑлана кӗнӗ. Ҫак уяв чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич  Яковлев ҫуралнӑ кунӗпе ҫыхӑннӑ. Тӑван чӗлхе илемне туйса илсе ҫине тӑрсах вӗренме хавхалантарасси, пуплев шайне аталантарасси тӗп тӗллев пулса тӑрать. Ҫак тӗллеве пурнӑҫлас тӗлӗшпе шкулта тӗрлӗ мероприяти иртет. 10- мӗш класра вӗренекенсем «Литературӑллӑ Каҫал ен» ҫулҫӳреве тухрӗҫ. Каҫал тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫыравҫӑсен  пултарулӑхӗ тӑрӑх хатӗрленӗ ыйтусем ачасен тавракурӑмне анлӑлатрӗҫ.  6- мӗш класра ирттернӗ чӑваш чӗлхин илӗртӳллӗ грамматика вӑййисем кӑсӑклӑ иртрӗҫ, ачасен чӗлхе туйӑмне аталантарчӗҫ. Алексеева И.Н. библиотекарь «Атте- анне чӗлхи- тӑван чӗлхе» ятпа кӗнекесен куравне йӗркелерӗ. Ытарайми чӑваш чӗлхи- атте- анне чӗлхи, пирӗн халӑхӑн пахаран та паха ылтӑн ҫӳпҫи, нимӗнпе танлаштарма ҫук пысӑк пуянлӑх. Чӑваш чӗлхи эрни малалла тӑсӑлать. Вӑл пуриншӗн те усӑллӑ иртессе шанас килет.